Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Сентябрӗн 2019, 11:31

УМПО - çĕнĕ ăру специалисчĕсене хатĕрлекен отрасльте лайăххисен шутĕнче

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостан«Двигательсен тăвакан пĕрлешÿллĕ корпорацин – Ĕпхÿри мотор тăвакан производство пĕрлешĕвĕ» (ПАО «ОДК-УМПО») уçă акционерлă общество 2018 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Авиастроитель года» предприятисен хушшинче иртекен конкурсра «Авиаци строительствин отраслĕнче çĕнĕ ăру специалисчĕсене хатĕрленĕшĕн» номинацинче лауреат ята тивĕçнĕ.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
«Двигательсен тăвакан пĕрлешÿллĕ корпорацин – Ĕпхÿри мотор тăвакан производство пĕрлешĕвĕ» (ПАО «ОДК-УМПО») уçă акционерлă общество 2018 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Авиастроитель года» предприятисен хушшинче иртекен конкурсра «Авиаци строительствин отраслĕнче çĕнĕ ăру специалисчĕсене хатĕрленĕшĕн» номинацинче лауреат ята тивĕçнĕ.
Парне парас церемони МАКС-2019 авиасалонра иртнĕ. Конкурса асăннă производство пĕрлешĕвĕ ăса вĕрентекен интегрированнăй модельпе дуальнăй вĕрентÿ тытăмне (теори пайĕ пĕлÿ паракан организаци никĕсĕ çинче, практика ĕç вырăнĕнче иртет) тăратнă. Çакă Ростех патшалăх корпорацин Профессиллĕ пĕлÿ центрĕн проекчĕ шутланать, ăна предприяти никĕсĕ çинче йĕркелеççĕ.
Дуальнăй вĕрентÿ системи вĕренÿ вăхăчĕн 30% теорие ăша хывассине, 70% практика ĕçĕсемпе иртессине палăртать. Плана УМПО валли специалистсем хатĕрлесси çеç мар, Пушкăртстанра вырнаçнă «Ростех» предприятийĕсем валли хатĕрлесси те кĕрет.
Халĕ опытлă сотрудниксем хушшинче студентсене хатĕрлекен наставниксене суйласа илес ĕç пырать. Пĕлÿ центрне хальхи вăхăта тивĕçтерекен 150 станокпа, çав шутра 50-шĕ цифра программипе йĕркелесе пыраканнисем, тивĕçтерме палăртаççĕ.
“Ĕпхÿри мотор тăвакан производство пĕрлешĕвĕ” ОАО республикăри чи пысăк предприятисен шутне кĕрет. Унта 20 пине яхăн çын тăрăшать. Вăл экспорт лидерĕ пулнине, республикăри налук тÿлекен виçĕ пысăк предприяти йышне кĕнине те палăртмалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: