Новости
5 Сентября 2019, 14:25

Суйлава 100 çултан иртнĕ 277 хисеплĕ ватă хутшăнĕ

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртекен суйлава Пушкăртстанран 3 млн та 49 пин те 501 çын хутшăнмалла.

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртекен суйлава Пушкăртстанран 3 млн та 49 пин те 501 çын хутшăнмалла. Шăпах çакăн чухлĕ йыша шута илнине пĕлтернĕ ПР Тĕп суйлав комиссин секретарĕ Марина Долматова. Пуçласа суйлава хутшăнакансен шучĕ 38 пине яхăн çынпа танлашать. Çамрăк суйлавçăсен (30 çула çитменнисем) шучĕ 200 пине çывăх. Ытларах пайĕ - вăтам ÿсĕмри çынсем.
Çав вăхăтрах хисеплĕ те сумлă суйлавçăсен шутĕнче пĕр ĕмĕр урлă каçнисем те пур. Вĕсем Мустай Каримăн чечеклĕ тăван çĕршывĕнче 277 çын шутланаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас