Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенинче тăрăшакансене федераллă хушма тÿлевсем пама пуçлĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ правительствине панă хушăвăн официаллă документне Кремль сайтĕнче пичетлесе кăларнă.
Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Министрсен Кабинечĕ пĕрремĕш пулăшу паракан организацисенче ĕçлекен медицина ĕçченĕсене уйăхсерен тÿлемелли укçа-тенкĕ виçине палăртма хушнă.
Унсăр пуçне октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен правительство «çамрăк специалист» тата «врач-наставник» ăнлавсене законпа çирĕплетессине пăхса тухмалла. Çак ĕçе аслă шкул выпусникĕсем патшалăх тата муниципаллă медицина учрежденисенче виçĕ çул хушши опытлă специалистсем пăхса тăнипе ĕçлеччĕр тесе пурнăçлама палăртаççĕ.
Çавăн пекех ял таврашĕсенче‚ рабочи поселокĕсенче тата Инçет Çурçĕрпе Арктика зонисенчи хула евĕр поселоксенче ĕçлекен медицина ĕçченĕсене пĕр хут паракан компенсаци тÿлевĕ çумне хушма коэффициента ÿстересси çинчен калакан сĕнĕве пăхса тухĕç.
Сăмах май, кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа Ĕпхÿ хулинчи васкавлă пулăшу ĕçченĕсене ĕç стажĕшĕн хушса тÿлесси пурнăçа кĕрсе пырать: 3-5 çул ĕçлесен - 20%, 5-7 çул - 40%, 7 çултан ытларах пулсан 65% тÿлĕç.