Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2019, 15:38

12 сехет тĕлне 25‚07% суйлавçă сасăланă

Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Марина Долматова пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра кăнтăрлахи 12 сехет тĕлне суйлавра 25‚07 % суйлавçă сасăланă.

Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Марина Долматова пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра кăнтăрлахи 12 сехет тĕлне суйлавра 25‚07 % суйлавçă сасăланă.
Çак вăхăт тĕлне иртнĕ çул Патшалăх Пухăвĕн суйлавне 17‚3 %‚ 2014 çулхине Пушкăртстан Пуçлăхĕн суйлавне 24‚2 % суйлавçă хутшăннă. Унсăр пуçне малта пыракан районсене те палăртнă. Вĕсен шутĕнче - Балтачпа Бурай тата Мияки районĕсем.
- Хальхинче суйлав йĕркине пăснине тупса палăртман, ыйтусене вырăнтах татса параççĕ. Паян республикăра пирвайхи хут 37 пин ытла çамрăк суйлавçă сасăлать‚ – тенĕ Марина Долматова. – 12 сехет тĕлне Ĕпхÿре 18‚09% (вăтамран илсен хуласенче – 18‚46%)‚ республикăри ялсенче 30‚99% суйлавçă сасăланă. Пĕтĕмĕшле списока 3 млн та 44 пин те 232 суйлавçа кĕртнĕ. Вĕсенчен 12 сехет тĕлне 736 пин çын сасăланă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Читайте нас