Пушкăртстанра 15.00 сехет тĕлне мĕнпур суйлавçăсен 42 проценчĕ сасăланă. Çакăн çинчен «Суйлавсен çĕрĕ – 2019» («Ночь выборов – 2019») пресс-центрта республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Илона Макаренко пĕлтернĕ.
- Эпĕ хальхи вăхăт тĕлне суйлав участокĕсенчи лару-тăрăва лăпкă тесе хаклатăп. Енчен те çăхавсем килеççĕ пулсан, вĕсен ытларах пайĕ эмоципе çыхăннă. Чăннипех питĕ пăшăрханмалли нимĕн те çук, - ăнлантарса панă Пушкăртстанăн ТСК ертÿçи.
Сасăлав малалла пырать. Паян суйлав участокĕсем 21.00 сехетчен ĕçлеççĕ.