Новости
8 Сентября 2019, 06:02

Пушкăртстанра 3434 суйлав участокĕ ĕçле пуçланă

Суйлав кунĕ ирхине 7 сехетре Пушкăртстанра 3434 суйлав участокĕ уçăлнă. Вĕсенче 37-шĕ çынсем вăхăтлăха пулакан вырăнсенче. Пурĕ суйлава 3 млн та 49 пин те 571 çын хутшăнмалла. Унсăр пуçне Мускав хулинчи 181 суйлавçă цифрăллă суйлав участокĕ урлă хăйсен сассине вăл е ку кандидатшăн парĕç.

Паян Пушкăртстанра пурăнакансем республика Пуçлăхне суйлаççĕ. Çак вырăна çĕнсе илессишĕн 8 кандидат кĕрешеççĕ: Радий Хабиров – «Пĕрлехлĕ Раççĕй» партинчен, Юрий Игнатьев – «Справедливая Россияран», Зульфия Гайсина – «Яблокоран», Иван Сухарев – ЛДПРтан, Юнир Кутлугужин – КПРФран, Владимир Кобзев – «Раççейри пенсионерсен социллă тĕрĕслĕхĕшĕн партинчен», Владимир Барабаш – «Граждăнла вăйран», Рафис Кадыров – «Раççей патриотĕнчен».
Çавăн пекех икĕ округра ПР Патшалăх Пухавĕн хушма депутачĕсене суйласси иртет. Вĕсене пĕр мандатлă Солнечнăй (Ĕпхÿ хули, Октябрьский районĕ) тата Комсомольский (Нефтекамск хули) округсенче йĕркеленĕ. Пурĕ çак вырăнсене сакăр кандидат регистраци иртнĕ.
Çак кунах Пушкăртстанра вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйлаççĕ. Суйлав хыççăн вырăнти депутатсен мандатне, тĕрĕсрех ялсенчи, пурĕ 7329 çын илĕ. Пĕтĕмĕшле вара тĕрлĕ партисенчен 14 пин те 978 кандидат регистраци иртнĕ.
Суйлав участокĕсенче видеосăнавсем йĕркелĕççĕ. Унти трансляцине «Пирĕн суйлав» («Наш выбор») сайтра пăхма пулать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас