Вăл 2019 çулхи сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕччен (18.00 сехетччен) хăйĕн ĕçне туса пырĕ.
- Раççейри Информаципе справка центрĕ тÿлевсĕр нумай каналлă телефон номерĕпе 8-800-222-11-83 пĕлтерÿсене йышăнать тата информаципе тивĕçтерет»‚ – тесе пĕлтернĕ РФ ТСКче.
Информаципе справка центрĕ суйлавçăсене тата суйлав процессне вăхăтлăха пулакан вырăнсенче хутшăнакансене списока тăмалли‚ Патшалăх Думин депутачĕсен тата РФ субъекчĕсенчи пысăк должностьри çынсен суйлавне хутшăнма заявленине мĕнле çырмалли çинчен; суйлав кунĕнче ытти регионсенче е Мускаври цифрăллă суйлав участокĕсенче пулсан кирлĕ хыпарсемпе тивĕçтерĕ. Центртах хăвăрăн суйлав комиссийĕн контакт информацине (адреспа телефон номерне) е суйлав кампанийĕ çинчен информаци илме пулать. Унсăр пуçне Раççейри ТСК хут çине ыйтса çырнине уçăмлă ăнлантарса парĕ. Çавăн пекех вĕсене пĕлсе тăма хăвăр енчен хыпар хăварма пултаратăр.