Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2019, 19:25

Сĕтел çинче кукăль пулсан, çуртра уяв

Ял хушшинче ĕç нумай пулнине пăхмасăр çынсем суйлава хастар хутшăнаççĕ. Пĕрисем суйлавра сасăланă хыççăн килĕсене хуçалăхри ĕçĕсене пурнăçлама васкаççĕ. Теприсем суйлава праçнике çавăраççĕ. Тинĕскÿл çыннисем вара гражданла тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн вырăнти культура çуртĕнчи уява хутшăнма кăмăл тунă.

Суйлав кунĕнче Тинĕскÿл ялĕнчи хуçа арăмĕсем хăйсем хатĕрленĕ кукăлĕсемпе вырăнти культура çуртне уяв сăнĕ кĕртнĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи лапамра пĕр ял çыннисем тутлă кукăль-булкăсемпе хăналаннă‚ концерт номерĕсене курса киленнĕ‚ тĕрлĕ вăйăсенче вылянă‚ качакасем суса ăмăртнă‚ такмаксем юрланă‚ хавас ташăсем ташланă. Асăннă мероприяти шайĕнче «Чи тутлă кукăль» конкурс та иртнĕ. Конкурса хутшăнакансем ăруран ăрăва куçса пыракан рецептсем тăрăх пĕçернĕ кукăльсене хăнасене астивсе пăхма сĕннĕ. Жюри членĕсене уяв хăнисенчен суйланă. Вĕсем тутлă кукăльсене çисе пăхнă‚ чи тутлă апатшăн сасăланă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Чи тутлă кукăле» тупса палăртайман. Мĕншĕн тесен кашни кукăль-булкă хăйне евĕр тутлă пулнă. Çавăнпа жюри членĕсем кашни кил хуçи арăмне асăнмаллăх парне парнеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас