Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2019, 15:50

Суйлав кунне чăн-чăн уява çавăрнă

Федоровка районĕнчи Урал ялĕнче 3172 № суйлав участокĕн комиссийĕ вырнаçнă. Суйлав йĕркипе паллашас тĕллевпе эпир унăн председателĕпе Антонида Самаринапа çыхăнтамăр. Антонида Михайловна тивĕçлĕ канури çын пулсан та ертÿçĕ ĕçĕн яваплăхне хăй çине илме шикленсе тăман.

- Пирĕн участокра пурĕ 430 суйлавçă регистраци иртнĕ. Вĕсенчен пуçласа суйлава хутшăнакансем вун пĕрĕн. Кăçал вĕсен йышĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан чылай пысăк. Кăнтăрлахи апат тĕлне 55 процент сасăланă, - пĕлтерчĕ вăл пире. Сăмах май, Антонида Михайловна суйлав ĕçĕсене чылайранпа хутшăнать.
Анна Петровнапа Нина Ивановна Антоновасем, Варвара Максимовна Федорова ялти сумлă ватăсем участок уçăлсан пирвайхисем пулса бюллетенсене урнăна янă. Кунта килнисене уçă та тарават комисси членĕсем вĕри чейпе сăйлаççĕ. Çанталăкĕ уяр та ăшă тăнине пула культура çурчĕ умĕнчи лапамра хăйпултарулăх артисчĕсем илемлĕ концерт программипе паллаштараççĕ, уява уяв пек тума тăрăшаççĕ. Уралсем юрра-ташша ăста пулни кунта та курăнать. Юлия Петрова почтальонка та суйлав кунне пуянлатнă. Вăл тăрăшнипе суту-илÿ точки йĕркеленĕ, кунтах çитес çул валли хаçат-журнал çырăнма пулать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас