Сăмахран‚ Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Исаев та вĕсен шутне кĕрет. Андрей - Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ. Вăл иккĕмĕш курсра вĕренет. Кăçалхи çул январь уйăхĕнче каччă 18 çул тултарнă. Çавăнпа вăл суйлав правине тивĕçнĕ. Суйлав кунĕнче студент-суйлавçа суйлав комиссийĕн членĕсемпе «Ермеккей хыпарĕсем» хаçат ĕçченĕсем çак паллă пулăмпа саламланă. Юлашкисем ăна парне туса «Ермеккей хыпарĕсем» хаçата çырăнса илме абонемент парнеленĕ. Суйлав комиссийĕн членĕсемпе хаçат ĕçченĕсем çамрăка обществăпа политика пулăмĕсене пĕлсе тăма тата граждăнла хастарлăхпа пурăнма суннă.