- Ĕмĕр тăрăшшĕпе тăван колхозра тăрăшрăмăр, – терĕç вĕсем. – Çакăнтанах тивĕçлĕ канăва тухрăмăр. Эпир пĕр çулхисем – иксĕмĕре те 83 çулта. Пĕр суйлава та хутшăнмасăр юлман, паян та килтĕмĕр. Хамăрăн малашлăха суйласшăн, ыранхи пурнăç паяхинчен лайăхрах пултăр.