Пур хыпар та
Новости
10 Сентябрӗн 2019, 11:31

Пушкăртстан пособи илме тивĕçнĕ çемьесемпе малта пыракан виçĕ регион шутне кĕнĕ

#ВладимирПутинРФ Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çитес çултан Раççей Правительстви пĕрремĕш ачашăн парăнакан пособи валли икĕ хут нумайрах укçа-тенкĕ уйăрĕ (2019 çулхипе танлаштарсан). 2020 çулта пособийĕн пĕтĕмĕшле хисепĕ 150 млрд, 2021 çулта 156 млрд тенкĕпе танлашĕ. Кăçал пĕрремĕш ача çуралнăшăн е усрава илнĕшĕн паракан пособи валли бюджетран 50 млрд тенкĕ уйăрнă.

#ВладимирПутин
РФ Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çитес çултан Раççей Правительстви пĕрремĕш ачашăн парăнакан пособи валли икĕ хут нумайрах укçа-тенкĕ уйăрĕ (2019 çулхипе танлаштарсан). 2020 çулта пособийĕн пĕтĕмĕшле хисепĕ 150 млрд, 2021 çулта 156 млрд тенкĕпе танлашĕ. Кăçал пĕрремĕш ача çуралнăшăн е усрава илнĕшĕн паракан пособи валли бюджетран 50 млрд тенкĕ уйăрнă.
Çак статьяпа укçа-тенкĕ уйăрасси ÿснин тĕп сăлтавĕ – пособи илме тивĕçлисен шучĕ виçĕ хут нумайрах пулни. Январь уйăхĕнчен вĕсене ашшĕпе амăшĕн таххучĕсем икĕ пурăнмалли минимум шайĕнчен иртмен, виçĕ çула çитичченхи ачисем пур çемьесем тивĕçĕç. 2020 çулта пособи виçи 12 пинпе (хальхинчен 7% ытларах) танлашĕ. 2021 çул тĕлне тÿлевсем 12,3 пине, 2022 çулта 12,6 пине çитĕç. Çÿлерех асăннă тÿлеве пурнăçа кĕртесси пирки Владимир Путин июнь уйăхĕнче, «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче, пĕлтернĕччĕ.
Министерство хак панă тăрăх, çитес çултан уйăхсерен парăнакан тÿлеве 1 млн çемье тивĕçĕ. Кăçал вара ăна 379 çемье çеç тивĕçнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас