Унта ытти ыйтусемпе пĕрле кăçал «Силпи асамачĕ» çамрăксемпе ачасен регионсем хушшинчи фестиваль конкурса йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕç. Чăваш хастарĕсем уява октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттерме калаçса татăлчĕç. Унăн положенийĕ (вăл ытти çулхисенчен ытлашши уйрăлса тăмасть) çывăх вăхăтра «Урал сасси» хаçатăн сайтĕнче тата социллă сетьсенче («Одноклассникипе» «Вконтакте) пичетленсе тухĕ. Унсăр пуçне вĕрентÿ учрежденисене те ярса парĕç. Çавăн пекех интернетри «Одноклассникинче» “Пелепейри ЧНКА” ушкăнра та тупса паллашма май пур.