Новости
11 Сентябрӗн 2019, 09:30

Васкавлă пулăшу машинисемпе шкул автобусĕсем уйăрнă

Раççей Правительстви регионсем валли 1550 васкавлă пулăшу автомобилĕпе 2 450 шкул автобусĕ туянать.

Раççей Правительстви регионсем валли 1550 васкавлă пулăшу автомобилĕпе 2 450 шкул автобусĕ туянать.
Çакна пурнăçлама федераллă бюджетран 10 млрд тенкĕ (кашни сферăна 5-шер миллиард) уйăрнă. Техникăна Раççей автопромĕн предприятийĕсенчен - «ГАЗ», «УАЗ», «Форд Соллерс Елабуга», «ПАЗ», «КАВЗ» заводсенчен - туянĕç.
Пушкăртстанри сывлăх сыхлав системине 14 васкавлă пулăшу (В класс) автомобилĕ тата 10 (С класс) реанимобиль уйăрнă. Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерстви 30 машина ыйтса заявлени панă пулнă.
Регионти шкулсем валли 21-24 пассажир вырнаçакан 28 автобус, 31 пассажирлăх 1 шкул автобусĕ, 13-20 вырăнлă 6 автобус, 10-12 пассажир кĕмелĕх 2 автобус уйăрнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас