Пур хыпар та
Новости
12 Сентябрӗн 2019, 11:27

Ĕпхÿ хули Раççейри кардиологсене йышăнать

#ВладимирПутинРаççейри тĕп кардиологсем чĕре чирĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Пушкăртстанăн тĕп хулине килсе çитĕç.

#ВладимирПутин
Раççейри тĕп кардиологсем чĕре чирĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Пушкăртстанăн тĕп хулине килсе çитĕç.
Республикăри Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Торотау» Конгресс-холра Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ иртĕ. Унта чĕрепе юн тымар чирĕсен профилактикипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç.
Асăннă конференци «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет. Вăл Раççей президенчĕ Владимир Путин пуçарувĕпе вăй илнĕ.
Медицина форумне штатра тăман кардиологсем‚ Раççейри медицина профилактики енĕпе ĕçлекен специалистсем‚ Пушкăртстанри патшалăх тытăмĕн органĕсен тата обществăлла организацисен‚ пысăк производство предприятийĕсен представителĕсем хутшăнĕç.
Республикăри кардиоцентрăн пресс-секретарĕ Елена Ледяйкина пĕлтернĕ тăрăх‚ конференци программи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен тăрать. Вăл чĕрепе юн тымарĕ чирĕсемпе вилекенсен шутне пĕчĕклетессипе çыхăннă пленарлă ларуран пуçланĕ. Унтан калаçусем темиçе çавра сĕтел хушшинче тăсăлĕç. Унта та пухăннисем ачасемпе çамрăксен сывлăхне сыхлассипе‚ сывлăхлă апатланупа‚ регионта пурăнакансен ÿт-пÿ хусканăвĕн пуçарулăхне ÿстерессипе тата чĕрепе юн тымарĕ чирĕсен иккĕмĕш профилактикипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç.
Унсăр пуçне конференцие хутшăнакансем фармацевт компанийĕсен тата «Пушкăртстан продукчĕ» бренчĕн таварĕсен выставкипе паллашма пултараççĕ.
Конгресс-холра Сывлăх центрĕсем те ĕçлĕç. Унта терапевт-тухтăрсем тата сывлăхлă физкультура специалисчĕсем тÿлевсĕр консультацисем парĕç. Кăмăл тăвакансен артери пусăмне тата юнри глюкозăна виçсе пăхма май пулĕ.
Çавăн пекех «Торотаура» Пушкăртстанри спорт клубĕсенчи паллă спортменсем мастер-классем йĕркелĕç. Çулланă çынсем йога урокĕсенче‚ скандинав утăмĕнче тата сывлăхлă физкультурăра кăмăлĕсемпе организм вăй-халне çĕклеме пултарĕç.
Çак кун Республикăри кардиоцентрта йывăр чĕре чирĕпе чирлекен пациентсене эндоваскулярлă сиплевпе тивĕçтермелли мастер-класс та иртĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас