Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
12 Сентября 2019, 06:32

Республикăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне - çĕнĕ спектакль

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанМажит Гафури ячĕллĕ пушкăрт драма театрĕ республикăн тата пушкăрт театрĕн 100 çулхи юбилейĕсене халалласа «Гульбостан» спектакль лартма хатĕрленет.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Мажит Гафури ячĕллĕ пушкăрт драма театрĕ республикăн тата пушкăрт театрĕн 100 çулхи юбилейĕсене халалласа «Гульбостан» спектакль лартма хатĕрленет.
Театрăн тĕп режиссерĕ Айрат Абушахманов каланă тăрăх, Кадыр Даянăн «Тансулпан», «Карлугас», «Письма Батырши императрице Елизавете Петровне» хайлавĕсем тăрăх постановка тунă. Премьера ноябрь уйăхĕн вĕçнелле пулмалла, анчах та хăш театрăн сцени çинче иртесси паллă мар-ха. Астутарасшăн, Пушкăрт драма театрĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме палăртать, çавна май вăхăтлăха хупăнать. Репетицисем иртеççĕ, анчах та чылай актер Мустай Каримăн «Хĕр вăрлани» («Похищение девушки») спектакль репетицийĕсене пула пушă мар.
- Тĕп героиня Гульбостан ятлă, ку ĕлĕкхи ят. Вăл пĕрлештерÿ (собирательный) сăнарĕ. Ăна Пушкăртстан Республикипе танлаштарма пулать. Гульбостан рольне выляма Гульназ Хайсарована шаннă, - ăнлантарса панă тĕп режиссер Айрат Абушахманов.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас