Новости
16 Сентябрӗн 2019, 06:16

Çтерлĕре ĕçпе тивĕçтерекен пĕрремĕш модельлĕ центр уçăлĕ

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанРеспубликăри Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Çтерлĕ хулинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен пĕрремĕш модельлĕ центр уçăлĕ.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Республикăри Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Çтерлĕ хулинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен пĕрремĕш модельлĕ центр уçăлĕ.
Вăл пилотлă (эксперимент мелĕпе) модельлĕ центр пулмалла. «Халăха ĕçпе тивĕçтерессине ырласа йышăнасси тата ĕç рынокне ÿстересси» регион проектне пула кунта веçех – ятĕнчен пуçласа тивĕçĕсем таран - улшăнĕ.
- Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, малашне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр «Работа России» кадрсен центрĕ ятлă пулĕ. Центр интерьерĕн дизайн-проектне хатĕрленĕ, юсав ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрсемпе сĕтел-пукан туяннă, - пĕлтернĕ ПР Ĕç министерствин пресс-секретарĕ Роза Кузьменко.
Ун сăмахĕсем тăрăх, çывăх вăхăтра сотрудниксене çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентĕç. Çĕнĕлĕхсем шутĕнче – пĕчĕк ачаллă аннесене пулăшу парасси. Паянхи кун тĕлне шкул çулне çитмен ачаллă аннесене ĕçпе тивĕçтерекен центрта 10 ытла пулăшу параççĕ: професси суйласа илесси, социаллă адаптаци, профессионаллă вĕрентÿ, юридици пулăшăвĕ тата ытти те. Малашне няня тупма пулăшассине те, ача садне çырăнтарассине те кĕртĕç. Пурнăçри лару-тăрăва шута илсе пур пулăшăва та пĕрле пама пулать.
«Халăха ĕçпе тивĕçтерессине ырласа йышăнасси тата ĕç рынокне ÿстересси» проекта Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе хатĕрленĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас