Пур хыпар та
Новости
18 Сентябрӗн 2019, 11:06

Ирĕксĕр хăварнă нумай ача амăшĕн срокне кĕскетнĕ

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн хушăвĕпе Наталья Сапоцкая пилĕк ача амăшĕн колонире ирттермелли вăхăтне чакарнă. Хĕрарăма маларах наркотик сутнăшăн айăпланă. Раççей хĕрарăмĕн колонире ирттермелли вăхăтне 3,5 çула кĕскетнĕ, вăл 2021 çулхи февраль уйăхĕнче ирĕке тухĕ.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн хушăвĕпе Наталья Сапоцкая пилĕк ача амăшĕн колонире ирттермелли вăхăтне чакарнă. Хĕрарăма маларах наркотик сутнăшăн айăпланă. Раççей хĕрарăмĕн колонире ирттермелли вăхăтне 3,5 çула кĕскетнĕ, вăл 2021 çулхи февраль уйăхĕнче ирĕке тухĕ.
«Гуманлăх принципĕсене тĕпе хурса, айăпне каçарттарса 1985 çулта çуралнă, Кемер облаçĕнчи Прокопьевск хулин Рудничнăй район сучĕпе айăпланнă Сапоцкая Наталья Александровнăн ирĕксĕр хăварнă срокне 3 çулпа 6 уйăха кĕскетме хушатăп», - тенĕ документра.
Сопоцкая Натальăна накротик тупма гражданла упăшки хистени паллă. Хĕрарăм халиччен судпа айăпланман. Пилĕк ача амăшĕ хăйĕн айăпне йышăннă тата следствине хастар пулăшнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас