Пур хыпар та
Новости
18 Сентябрӗн 2019, 13:47

«Мустай Карим» ячĕллĕ лайнера шыва антарнă

Сентябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чулхулари «Красное Сормово» заводра чаплă лару-тăрура «Мустай Карим» ячĕллĕ çулçÿрев лайнерне шыва антарнă. Карап пассажирсене Мускав-Астрахань, Мускав – Санкт Петербург (Ладогăпа Онега кÿллисене кĕрсе) тата Мускав-Дон-çи-Ростов (карапсем çÿрекен Атăлпа Дон каналсене кĕрсе) маршрутпа илсе çÿрĕ. Теплохода заказчика 2020 çулхи февраль уйăхĕнче парĕç. Карап пĕрремĕш çул çÿреве 2020 çулхи май уйăхĕнче тухĕ.

Церемоние РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри Полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чулхула облаçĕн губернаторĕ Глеб Никитин, ПР пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров, «Объединенная судостроительная корпорация» АО президенчĕ Алексей Рахманов, «Российский Речной регистр» ФАУн тĕп директорĕ Евгений Трунин, «Завод «Красное Сормово» ПАО тĕп директорĕ Михаил Першин, «ВосходЪ» ООО тĕп директорĕ Ришат Багаутдинов, «Машпромлизинг» АО тĕп директорĕ Александр Бабич, «Морское инженерное бюро» тĕп директорĕ Геннадий Егоров, Мустай Карим ячĕллĕ фондăн директорĕ Альфия Каримова, Мустай Карим ячĕллĕ фондăн учредителĕ Тимербулат Каримов Инга Каримова мăшăрĕпе хутшăннă.
«Мустай Карим» - совет самани хыççăнхи чи пĕрремĕш круиз лайнерĕ.Теплоход - пилĕк çăлтăрлă отель евĕр, ăна «ишекен гостиница» майлă тунă. Борт çинче пăхса пымалли салонсем, ресторансем, барсемпе спа-салонсем, тренажер залĕсем, парикмахерскисем, утса çÿремелли уçă вырăнсем пур. Карап 141 метр тăршшĕ, сарлакăшĕ – 16,8 метр. Унта пĕр харăсах 342 çын шăнăçать.
Тăватă палубăллă теплохода 2017 çулта «Красное Сормово» заводра тума пуçланă. Строительство ĕçĕсене «ВодоходЪ» компани валли пурнăçлаççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас