Пур хыпар та
Новости
18 Сентябрӗн 2019, 11:13

Ĕпхури планетари кăмăл тăвакансене «Театр каçĕ-2019» йыхравлать

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанĔпхури планетари сентябрĕн 20-мĕшĕнче 19 сехетре хула çыннисене тата хăнасене «Театр каçĕ-2019» («Театральная ночь-2019») мероприятие йыхравлать.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Ĕпхури планетари сентябрĕн 20-мĕшĕнче 19 сехетре хула çыннисене тата хăнасене «Театр каçĕ-2019» («Театральная ночь-2019») мероприятие йыхравлать.
Кĕмелли билет тÿлевсĕр, йыхрав хучĕсене ирхине сентябрĕн 20-мĕшĕнче кассăра илсе пулать, анчах та пĕр алла виççĕрен ытла памаççĕ.
«Куракансене пĕр площадкăра театр, кино тата музыкăна тĕл пултарса аудиовизуаллă концерт кăтартĕç. Ку асра юлмалли искусствăн синтезĕ пулĕ!» - пĕлтернĕ планетарин пресс-службинче.
Мероприятин программине: çавра тăрăллă экран çинче наукăпа пĕлÿ саракан кино, Ĕпхÿри хĕлĕхлĕ инструментсен (струнный) «Рromenade» квартечĕ тата «Аlter ego» студи театр выступленийĕсене курма пулĕ. 12 çулхи ÿсĕмрен кĕме ирĕк.
Хушма информацие 8 (347) 235-70-23, 8 (347) 244-72-06, 8-987-10-24-888 телефонсемпе пĕлме пулать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас