Новости
19 Сентября 2019, 06:43

177 çын шăлĕсене сипленĕ

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанЧекмагуш районĕнче «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Сывлăх поезчĕ» ĕçленĕ. Хальхинче куçса çÿрекен стоматологи клиникинче пилĕк кун хушшинче 177 çын шăлĕсене сипленĕ.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Чекмагуш районĕнче «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Сывлăх поезчĕ» ĕçленĕ. Хальхинче куçса çÿрекен стоматологи клиникинче пилĕк кун хушшинче 177 çын шăлĕсене сипленĕ.
«Сывлăх поездĕнче» стоматолог-хирург‚ стоматолог-терапевт тата ача-пăча стоматологĕ çынсене йышăннă. Кăмăл тăвакансем медицина полисĕ тăрăх тÿлевсĕр пулăшу илнĕ.
Ведомство пĕлтернĕ тăрăх‚ «Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин программи çу кунĕсенчен пуçласа октябрь уйăхĕ вĕçлениччен ĕçлĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас