Пур хыпар та
Новости
20 Сентябрӗн 2019, 11:25

Президент туризма аталантарма хушнă

#ВладимирПутинРаççей туризм отрасльне аталантарма палăртнине, патшалăх ку ĕçре пулăшу парассине Владимир Путин пĕлтернĕ. Кун çинчен «Будущее России. Национальные проекты» портал сайтĕнче каланă.

#ВладимирПутин
Раççей туризм отрасльне аталантарма палăртнине, патшалăх ку ĕçре пулăшу парассине Владимир Путин пĕлтернĕ. Кун çинчен «Будущее России. Национальные проекты» портал сайтĕнче каланă.
«Раççейре туризм потенциалĕ пысăк. Пирĕн регионсем çут çанталăк илемĕпе, культура нумайевĕрлĕхĕпе паллă. Туризмран социаллă тата экономика тупăшне илме пĕлмелле, - тенĕ вăл. - Юлашки пилĕк çул хушшинче Раççее ют çĕршывран 125 миллион турист килсе курнă. Ку - туризм индустрине аталантармалли ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Туристсене хамăр çĕршыва килме илĕртесси 2024 çулччен пыракан «Халăхсен хушшинчи коопераципе экспорт» («Международная кооперация и экспорт») наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас