Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2019, 11:23

Ĕпхÿ çывăхĕнче 110 вырăнлă пансионат уçнă

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостан«Шалом» ятлă атте-аннесем валли тунă çурта 252 млн тенкĕ хывнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем тата ватă çынсем валли тунă пансионат Ĕпхÿ çывăхĕнче Цветы Башкирии поселокра вырнаçнă. Строительство ĕçĕсене 2016 çулта Дан Кричевский раввин (иудаизмри ăсчах ячĕ) пуçарăвĕпе тытăннă.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
«Шалом» ятлă атте-аннесем валли тунă çурта 252 млн тенкĕ хывнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем тата ватă çынсем валли тунă пансионат Ĕпхÿ çывăхĕнче Цветы Башкирии поселокра вырнаçнă. Строительство ĕçĕсене 2016 çулта Дан Кричевский раввин (иудаизмри ăсчах ячĕ) пуçарăвĕпе тытăннă.
Пилĕк хутлă çуртра 110 çынлăх вырăн пур, 70 çын кашни кун çакăнтах вырнаçнă кăнтăрлахи стационарта процедурăсем иртме пултарать. Ашшĕ-амăшĕсем çуртĕнче люкс, эконом-класс номерĕсем, Мустай Карим ячĕллĕ библиотека, акт залĕ, шывпа массаж тăвакан бассейн, физиотерапевт тата массаж кабинечĕсем, тренажер залĕ, столовăй, кĕлĕ тумалли пÿлĕм пур. Уяв церемонинче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров тата ытти тĕнсене тытса пыракансем пулнă.
«Уява курай сассипе, иврит, вырăс тата пушкăрт юррисемпе уçасси пирĕн тăван Пушкăртстанра çеç пулма пултарать пулĕ, - тенĕ Республика Пуçлăхĕ. – Эпир вăрах вăхăт кĕтнĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăнатпăр. Ку ватăсен мар, атте-аннесен çурчĕ. Ăна ватă çынсем юлашки кунĕсене салхуланса ирттерме мар, телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пурнăçпа пурăнма тунă».
«Шалом» атте-анне çуртне хăпартма укçа-тенке Пушкăртстанри еврейсен общини тата спонсорсем уйăрнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас