Пур хыпар та
Новости
26 Сентябрӗн 2019, 11:23

Песков Путин пушă вăхăтне епле ирттерни çинчен каласа панă

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Владимир Путин пушă вăхăтне (вăл пур пулсан) епле ирттерни çинчен журналистсене каласа панă.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Владимир Путин пушă вăхăтне (вăл пур пулсан) епле ирттерни çинчен журналистсене каласа панă.
Песков палăртнă тăрăх, патшалăх пуçлăхĕн тулли канмалли кунĕсем çукпа пĕрех. «Ведомство енĕпе докладсем пĕрмай иртеççĕ, документ çаврăнăшĕ чарăнса тăмасть, нумай документ президент алă пусмасăр вăя кĕмест. В. Путин кирек епле ĕçлĕ хут çине алă пусиччен малтан власть органĕсен ертÿçисемпе канашлать», - палăртнă Кремль представителĕ.
«Пушă вăхăчĕ тупăнчех пулсан, ыттисем пекех канать. Раççей Президенчĕ спортпа питĕ туслă. Унран вăл пĕр кун та уйрăлмасть. Унсăр пуçне тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе тĕл пулать», - пĕтĕмлетнĕ Песков.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас