Пур хыпар та
Новости
30 Сентябрӗн 2019, 11:22

Тĕп тĕллев - Раççей çыннисен тупăшне ÿстересси

#ВладимирПутин РФ Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх‚ малти вырăна экономика ÿсĕмĕ мар‚ граждансен тупăшне ÿстересси тухса тăрать.

#ВладимирПутин
РФ Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх‚ малти вырăна экономика ÿсĕмĕ мар‚ граждансен тупăшне ÿстересси тухса тăрать.
Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх учрежденийĕсенче‚ социаллă сферăра тата хăш-пĕр категорире ĕçлекенсен (хăшĕсене "май указĕ" пырса тивмен) ĕç укçине 4‚3% индексацилĕç.
- 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 850 тенкĕ ÿсмелле. Ÿсĕм 7‚5 % танлашĕ. Пĕтĕмĕшле вăл 12 130 тенкĕ пулĕ‚ – тенĕ президент.
В.Путин январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачашăн парăнакан пособие тивĕçекен çемьесен йышĕ ÿсмеллине те палăртнă.
- Маларах калаçса татăлнă тăрăх‚ çакăн пек çемьесен йышĕ 45‚7 % пуçласа 68% çити ÿсĕ‚ – тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ.
Асăннă çемьесем тÿлевсене ачисем 3 çул тултариччен илсе тăрĕç.
Çавăн пекех октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çар çыннисен укçи-тенкине те индексацилĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас