Раççей Президенчĕ Владимир Путин граждансен хăш-пĕр категорийĕсене тупăшшăн тÿлемелли налукран (НДФЛ) хăтармалли федераллă саккуна алă пуснă. Документа сентябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче право информаци порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Малашне тупăшшăн тÿлемелли налукран çулталăкне тăватă пинрен ытла мар пурлăх пулăшăвне (материальная помощь) тивĕçнĕ студентсемпе курсантсене‚ аспирантсемпе адъюнктсене‚ ординаторсене тата ассистент-стажерсене хăтарĕç.
Унсăр пуçне асăннă çăмăллăх çут çанталăк пулăмĕсенче‚ терроризм акчĕсенче тата ытти инкеклĕ лару-тăрусенче нуша курнă çынсене пырса тивĕ. Вĕсен çемйисем те малашне налук тÿлемĕç.
Çĕнĕлĕхпе инкеклĕ лару-тăрăва лекнĕ çынсене тара панă çуртсен хуçисем те усă курма пултарĕç. Анчах тÿлев виçи патшалăх бюджетĕнчен тара илме уйăрнă укçаран пысăк пулмалла мар.
Çĕнĕ саккун 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.