Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа предприятисемпе организацисем хупăннине е штат йышне чакарнине пула 4‚2 пин ытла çын ĕç вырăнне çухатнă.
Республикăри Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ вĕсенчен 1‚6 пине яхăн çынна тепĕр хут ĕçе вырнаçтарнă‚ çулĕсем çитнипе 328-ĕшне ĕç пенсийĕпе тивĕçтернĕ.
Танлаштарма: иртнĕ çул Пушкăртстанра 8 уйăх хушшинче 9‚3 пине яхăн çын ĕçсĕр юлнă.
2019 çулхи сентябрь уйăхĕн пуçламĕшĕ тĕлне ĕçрен кăларса пăрахас хăрушлăх 3 пин çынна кĕтнĕ. Вĕсенчен пинĕшĕ тулли мар ĕç кунĕпе ĕçленĕ, 2 пинне вара ĕç вырăнĕсĕр хăварма палăртнă.