Пур хыпар та
Новости
2 Октябрӗн 2019, 16:40

Чи лайăх тухăç - куюргазăсен

ПР Ял хуçалăх консультацийĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăра 650 пин тонна тымар çимĕç кăларнă.

ПР Ял хуçалăх консультацийĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăра 650 пин тонна тымар çимĕç кăларнă.
Пылак çимĕçĕн вăтам тухăçĕ 360 центнерпа танлашать. Иртнĕ çул çак кăтарту 249 центнер пулнă.
Республикăри виçĕ районта (Благовар, Буздяк тата Чишма) сахăр кăшманĕн пĕтĕмĕшле виçи 100 пин тонна чикĕ урлă каçнă. Чи лайăх тухăç Куюргазă районĕнчи кăшман кăларакансен – гектар пуçне 470 центнер.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас