Малашне, октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, «Раççей почти» АО акцийĕсем патшалăх аллинче пулĕç. «Раççей почти» акционерлă обществăн тĕп директорĕн Николай Подгузовăн сăмахĕсем тăрăх, çĕнйĕркелÿ «Раççей почтин» конкуренци пултарулăхне аталантарма пулăшĕ. Право шайĕнчи улшăнусене çывăх вăхăтра компани сотрудникĕсем те курĕç, тет «Раççей почтин» директорĕ.
«Раççей почтин» социаллă пĕлтерĕшĕсем малтанхи пекех тăрса юлĕç, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме патшалăх хастар хутшăнĕ. Раççей почтин нумай уйрăмĕ ялсенче вырнаçнă. Унта почта çăмăллăхĕсене лайăхлатас ыйту тата та çивĕчрех тăрать. Предприятире çĕнйĕркелÿ тунă хыççăн вĕсене татса пама чылай çăмăлрах пулĕ.
«Раççей почтинче» çĕнйĕркелÿ кĕртессипе çыхăннă саккуна Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи çуллах алă пуснă. Эсир ырă улшăнусене ĕненетĕр-и? Раççей почтин» çăмăллăхĕсемпе час-часах усă куратăр-и?