Пушкăртстанра çулталăк вĕçлениччен Языковăри тĕп больницăн сиплемелли корпусĕ çумне хушнă çурта‚ Туймазăпа Тÿртÿллĕ хулисенчи ача-пăча поликлиникисене хăпартса пĕтерĕç. Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсем тăрăх‚ кăçалхи çул «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ шайĕнче пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма‚ капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме‚ пушарпа кĕрешмелли майсене йĕркелеме федераллă тата республика бюджечĕсенчен 1‚5 млрд яхăн нухрат уйăрнă. Асăннă укçа-тенкĕпе 114 медицина учрежденине тивĕçтернĕ.
Республикăри ача клиника больницин тĕп корпусне тĕпрен юсама палăртнă. Ĕçсем паянхи кун та вĕçленмен. Унсăр пуçне Ĕпхÿри 43№ поликлиникăра‚ Салаватпа Октябрьский хулисенчи ача-пăча поликлиникисенче‚ Пелепей хулинчи ача çуратмалли çуртра юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Çитес çул республикăри онкодиспансерăн хирурги корпусĕ çумне хушнă çурта‚ Учалă хулинчи хирурги корпусне‚ Салаватри нумай функциллĕ больницăна тата Октябрьский хулинчи 1№ больницăн хирурги корпусне туса пĕтерме тата вĕсене хута яма палăртаççĕ.
Г.Куватов ячĕллĕ РКБ поликлиникин çĕнĕ корпусне хăпартма обществăлла итлевсем ирттернĕ. Ĕçсене пуçăнма килĕшĕве алă пусса çирĕплетме хатĕрленеççĕ.