Пур хыпар та
Новости
2 Октябрӗн 2019, 16:30

Вăрăм ĕмĕрлисем сахал мар

Пирĕн регионта вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем çук мар. ПР Пенси фончĕн уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун 1‚2 млн пенсионер пурăнать. Вĕсенчен 143 пинĕ 80 çултан иртнĕ.

Пирĕн регионта вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем çук мар. ПР Пенси фончĕн уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун 1‚2 млн пенсионер пурăнать. Вĕсенчен 143 пинĕ 80 çултан иртнĕ.
- 80 урлă каçнисем кăна мар, пĕр ĕмĕр чиккинчен иртнисем те чылайăн. Пушкăртстанра 100 çул тултарнă 176 çын пурăннине шута илнĕ. Вĕсенчен 82 пенсионер кăçалхи çул хăйсен пĕр ĕмĕрлĕ юбилейне паллă тунă‚ - тенĕ Раççейри Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Фоат Хантимеров.
Ватăсене сума сăвасси - пирĕншĕн чи пирвайхи тивĕç. Çавна май ООНăн Генеральнăй ассамблейи 1990 çулта октябрь уйăхĕн 1-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ тесе йышăннă. Раççейре вара çак куна 1992 çултанпа уявлаççĕ.
- Кăçалхи çул пенсипе уйăхсерен парăнакан тÿлеве саплаштарма 169 млрд тенкĕ тăкакланă. 80 çултан иртнĕ пенсионерсем ÿстернĕ пенсие илме тивĕçеççĕ. Ватлăх çулĕсене шута илсе страхлав пенси çумне 5 334‚19 тенкĕлĕх тÿлев хушăнать. 80 çул тултарсан çак укçа-тенкĕ икĕ хут нумайрах ÿсет. Вăл 10 668‚38 тенкĕпе танлашать. Тÿлеве илес тесен тепĕр хут заявлени çырма кирлĕ мар‚ - ăнлантарса панă Пушкăртстанри Пенси фончĕ уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Читайте нас