Пур хыпар та
Новости
3 Октябрӗн 2019, 11:52

В.Путин Еврази Аслă экономика канашне хутшăннă

#ВладимирПутинЕреван хулинче Еврази Аслă экономика канашĕ иртнĕ. Тĕлпулăва патшалăх пуçлăхĕсене - Евразэс членĕсене (Армени‚ Белорусси‚ Казахстан‚ Киргизи тата Раççей) – йыхравланă. Унсăр пуçне ларăва Молдави Президенчĕ Игорь Додон тата хисеплĕ хăнасем‚ Иран Президенчĕпе Сингапур Премьер-министрĕ Хасан Руханипе Ли Сянь Лун хутшăннă.

#ВладимирПутин
Ереван хулинче Еврази Аслă экономика канашĕ иртнĕ. Тĕлпулăва патшалăх пуçлăхĕсене - Евразэс членĕсене (Армени‚ Белорусси‚ Казахстан‚ Киргизи тата Раççей) – йыхравланă. Унсăр пуçне ларăва Молдави Президенчĕ Игорь Додон тата хисеплĕ хăнасем‚ Иран Президенчĕпе Сингапур Премьер-министрĕ Хасан Руханипе Ли Сянь Лун хутшăннă.
Ларура çак ыйтусене пăхса тухнă: Еврази экономика канашĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ‚ çĕршывсен интеграци процесĕн малашнехи аталанăвĕ‚ Евразэс пĕрлĕхĕн рынок ĕçне лайăхлатасси‚ экономика секторĕнчи хутшăнусене анлăлатасси.
Мероприяти вăхăтĕнче Владимир Путин Арменин Премьер-министрĕпе Никол Пашинянпа тата Иран Президенчĕпе Хасан Руханипе ĕçлĕ калаçусем ирттернĕ.
Саммит документсен пакетне алă пуснипе вĕçленнĕ. Чи паллă та пĕлтерĕшлĕ самантсен шутне Еврази экономика канашĕ тата унăн патшалăх-членĕсем Сингапур Республикипе ирĕклĕ суту-илÿ тăвасси çинчен Килĕшÿ тунине кĕртмелле.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас