Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2019, 11:21

Пахчаçăсене пырса тивекен налук çăмăллăхĕ

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ Владимр Путин сад ĕрчетекенсен юлташлăхĕсене налук çăмăллăхĕсем паракан саккуна тÿрлетÿсем кĕртсе алă пуснă. Çак çĕнĕлĕхе право информациĕн официаллă порталĕнче пичетленĕ.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕ Владимр Путин сад ĕрчетекенсен юлташлăхĕсене налук çăмăллăхĕсем паракан саккуна тÿрлетÿсем кĕртсе алă пуснă. Çак çĕнĕлĕхе право информациĕн официаллă порталĕнче пичетленĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн юлташлăхсен налук никĕсне палăртнă чух харпăрçăсемпе (собственник) ытти садпа пахча лаптăкĕсен хуçисен‚ вĕсем асăннă юлташлăх членĕсем шутланмаççĕ пулсан‚ çулсерен тÿлекен взноссене шута илмеççĕ. Çак харпăрçăсем саккуна маларах кĕртнĕ тÿрлетÿсене пăхăнса взноссем тÿлĕç.
Çавăн пекех президент алă пуснă тÿрлетÿсем Налук кодексĕнчи хăш-пĕр терминсене те пырса тивĕç. Сăмахран‚ «дача» сăмаха «сад çурчĕ» сăмахпа улăштарĕç. Улшăнусем дача тытакансен пĕрлешĕвĕсен ячĕсем улшăннипе те çыхăннă. Малашне пахчара ÿстернĕ пахча çимĕçе тата хуçалăхра усракан выльăх-чĕрлĕхе сутса тунă тупăша налукран хăтарас тесен садпа пахча‚ дача коммерцине кĕмен пĕрлешĕвне кĕменнине çирĕплетекен справка илмелле. Ăна харпăрçăсен юлташлăх правленийĕсенче параççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас