Пур хыпар та
Новости
8 Октябрӗн 2019, 11:30

«Ешĕл Пушкăртстан» акцие хутшăннисем 69 пин йывăç лартнă

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостан2019 çулхи октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче республикăри хуласемпе районсенче «Ешĕл Пушкăртстан» акцие хутшăннисем пĕтĕмпе 69 пин тĕрлĕ йывăç лартнă. Вĕсенсен 38 пинĕ - виççĕрен вун пилĕк метр çÿллĕш çитĕнекен йывăçсем (крупномеры). Асăннă акцие 138 пин çын хутшăннă.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
2019 çулхи октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче республикăри хуласемпе районсенче «Ешĕл Пушкăртстан» акцие хутшăннисем пĕтĕмпе 69 пин тĕрлĕ йывăç лартнă. Вĕсенсен 38 пинĕ - виççĕрен вун пилĕк метр çÿллĕш çитĕнекен йывăçсем (крупномеры). Асăннă акцие 138 пин çын хутшăннă.
«Акцин тĕп тĕллевĕ – экологи ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрасси, хулапа ялсене тирпей-илем кÿртесси тата республикăра экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси», - пĕлтернĕ Пушкăртстанри Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Виççĕрен вун пилĕк метр çÿллĕш çитĕнекен йывăçсем хушшинче хыр, чăрăш, хурăн, çăка, каштан, хурама, пирамида евĕр ÿсекен тирек хунавĕсем тата шăлан, пилеш, спирей тĕмĕсем пулнă. Пурĕ Пушкăртстанра 245 тематика аллеи никĕсленĕ.
Республика Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа Ĕпхÿ хулин мэрĕ Ульфат Мустафин тата 155№ лицейри вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пĕрле Сипайлово микрорайонти Набережная урамра хырсем лартнă. Пĕтĕмĕшле 100 йывăç.
«Башинформ» агентстви маларах пĕлтернĕ тăрăх, пуçласа «Ешĕл Пушкăртстан» акцие 2019 çулхи апрель уйăхĕнче уçнă. Ун чух унта 160 пин ытла çын хутшăннă. Пурĕ 164 тематика аллеи никĕсленĕ, 109 пин ытла йывăçпа тĕм лартнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас