Пур хыпар та
Новости
9 Октябрӗн 2019, 13:38

85 пин тонна хĕвелçаврăнăш пуçтарса илнĕ

Республикăри ял-хуçалăх предприятийĕсем 85 пин тонна ытла çу тумалли хĕвелçаврăнăш вăррине пухса илнĕ.

Республикăри ял-хуçалăх предприятийĕсем 85 пин тонна ытла çу тумалли хĕвелçаврăнăш вăррине пухса илнĕ.
Октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне 57 пин гектар çĕр çинчен тухăçа пухнă, вăл планăн 23 проценчĕпе танлашать. Вăтам тухăç гектартан 15 центнера çитет. Пушкăртстанри Ял хуçлăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул çак кăтарту 12,6 центнер пулнă. Çу паракан культурăн чи лайăх тухăçне Çтерлĕпе Тÿртÿллĕ районĕсенче пухнă. Унти вăтам тухăç гектартан 21,7 центнерпа танлашать. Хĕвелçавранăш вăррине гектартан 20 центнер Буздякпа Кармаскалă районĕсенче те çапса илеççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас