Пур хыпар та
Новости
9 Октябрӗн 2019, 13:42

Ачасенне вăрлани – киревсĕр пулăм

Октябрĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ ПР Правительствин оперативлă ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ регионти вĕрентÿ заведенийĕсенчи шкул ачисен апатланăвĕпе çыхăннă ыйтăва хускатнă.

Октябрĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ ПР Правительствин оперативлă ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ регионти вĕрентÿ заведенийĕсенчи шкул ачисен апатланăвĕпе çыхăннă ыйтăва хускатнă.
- Эпĕ ку проблемăпа тĕл пуласса пĕлсех тăтăм, анчах та çакăн пекех пуласса шутламанччĕ. Пире сăтăр тума хăтланаççĕ. Мĕншĕн-ха шкулти апатлану çинчен пĕрмаях çырусем килеççĕ тесе эпĕ питĕ тĕлĕнеттĕм. Апатланăва йĕркене кĕртес тесе тăрăшмастпăр та мар. 15-20 районти шкул столовăйĕсене тĕрĕслерĕмĕр. Пур çĕртре те çитменлĕхсем пур, - тенĕ регион пуçлăхĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх, ачасене кирлĕ чухлĕ апат парса çитермеççĕ. Хăш чухне срокĕ тухнă сĕт-турăх продукцийĕпе усă кураççĕ.
- Хальлĕхе эпĕ катăк савăт-сапа çинчен каламастăп. Вăхăт çитсен ун çинче те чарăнса тăрăпăр. Пур шкул столовăйĕнче те Ĕпхÿре кăтартнă пек савăт-сапа пулмалла. Порцисен виçи çитменни вара уйрăмах кăмăла пăсать. Ачасенне вăрлани - киревсĕр пулăм. Эпĕ çапла сĕнетĕп: муниципалитет пуçлăхĕсем Ĕпхÿ хулине Республика кунне уявлама килнипе усă курса вĕсемпе пуху ирттермелле. Лару-тăрăва лайăхлатма эрне паратăп, - тенĕ Радий Хабиров.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас