«Çырăнтару- 2020» кампани пуçланнăранпа уйăх ытла иртрĕ. Вулакансем вăл е ку кăларăма çырăнса илме васкамаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кунта тĕрлĕ сăлтавсене палăртма пулать. Вĕсенчен пĕри – вунăкунлăха (декадник) кĕтни.Мĕншĕн тесен çак тапхăрта хаçат-журнал хакĕ 10 % йÿнерех. Сăмахран, ытти чухне «Урал сасси» çур çула 464 тенкĕ те 40 пус тăрать пулсан (индексĕ П2754), декадник вăхăтĕнче 406 тенкĕ те 68 пуспа танлашать. Хак уйрăмлахĕ – 58 тенкĕ. Юратнă кăларăма çулталăка та çырăнса илме май пур. Вăл 856 тенкĕ те 80 пус (индексĕ 3362) тăрать, анчах та декадник вăхăтĕнче унăн хакĕ йÿнелмест – çавах юлать.Сăмах май, кĕркуннехи декадник октябрь уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче иртет.
Çавăн пекех Пелепей хулинче пурăнакансем «Урал сасси» тата «Белебеевские известия» хаçатсене редакци почти урлă çырăнса илме пултараççĕ. Пĕрремĕшĕн çур çуллăх хакĕ – 350 тенкĕ, иккĕмĕшĕн – 770 тенкĕ. Çулталăка – 650 тата 1540 тенкĕ.
Туссем, эпир сире яланах тарават. Çĕнĕ çулта та пĕрлех пулар, пĕр-пĕринпе çыхăнăва çухатар мар.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.