Пур хыпар та
Новости
10 Октябрӗн 2019, 11:30

Çурт-йĕр хăпартма çамрăк специалитсене вăрман уйăрса парĕç

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанПушкăртстанра çул çитмен виçĕ тата ытларах ачаллă, инвалид ача пур çемьесене тата вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен 35 çула çитичченхи çамрăк специалистсене малашне çурт-йĕрпе ытти хуралтăсене хăпартма, вĕсене юсама, хутса ăшăтма йывăç илме ирĕк парĕç.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Пушкăртстанра çул çитмен виçĕ тата ытларах ачаллă, инвалид ача пур çемьесене тата вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен 35 çула çитичченхи çамрăк специалистсене малашне çурт-йĕрпе ытти хуралтăсене хăпартма, вĕсене юсама, хутса ăшăтма йывăç илме ирĕк парĕç. Çакăн пирки республикăри вăрман хуçалăх министрĕн çумĕ Венер Вахитов ПР Патшалăх Пухăвĕн аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Асăннă çăмăллăх ял тăрăхĕнче пурăнакан, çурт-йĕр лартма тата хушма хуçалăх илсе пыма çĕр лаптăкĕсем пур граждансене пырса тивет.
- Пурăнмалли çурт хăпартма 25 çулта пĕрре 110 кубла метр йывăç уйăрма палăртнă. Унсăр пуçне çурт юсама 5 çул хушшинче - 25, хуралтăсем хăпартма 5 çул хушшинче - 50, хуралтăсене юсама виçĕ çул хушшинче - 15, хутса ăшăтма çулталăкне 20 кубла метр парĕç, - ăнлантарса панă министр çумĕ.
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, граждансем тĕш йывăçа (древесина) ятарлă килĕшÿ тăрăх, вăрман лаптăкĕ уйăрмасăрах, туянĕç. Хакĕ Раççей тата Пушкăртстан Правительствисем çирĕплетнĕ постановленисемпе килĕшсе татăлнă тăрăх пулĕç.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев каланă тăрăх, депутатсем закон проектне çывăх вăхăтри пленарлă ларура пăхса тухĕç. Унăн шучĕпе асăннă мера укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене пулăшу парĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас