Паянхи кун Пушкăртстанра 1215 чарăну вырăнĕ йĕркелесе лартнă. 2019 çулта Ĕпхÿ хула администрацийĕ 39 çĕнĕ чарăну хута янă. Транспорт тата çыхăну управленийĕн начальникĕ Ильдар Юланов пĕлтернĕ тăрăх‚ çакă çĕнĕ микрорайонсене (Кузнецовский Затон, Спутник, Серебряный ручей тата Яркий) обществăлла транспорт çÿреме тытăннипе çыхăннă.
Унсăр пуçне Ĕпхÿре «ăслă» чарăнусем лартма палăртаççĕ. Вĕсенче транспорт çÿрекен расписанин онлайн-табли‚ «Гражданин – полицейский» васкавлă йыхрав кнопки‚ Wi-Fi системи вырнаçĕ. Паян Пушкăртстанăн тĕп хулинче çакăн пек 41 чарăну ĕçлет. Вĕсен шучĕ 106 танлашмалла.
Çавăн пекех Ĕпхÿре çулçÿрев управленийĕн автоматлă системине ĕçе кĕртнĕ. Асăннă система халăх йышлă вăхăтра хула çулçÿревне йĕркелесе яма‚ обществăлла транспорта çул пама пулăшать.
«Башинформ» агентство пĕлтернĕ тăрăх‚ 2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен республикăра транспорт реформи вăй илнĕ. Реформа шайĕнче пĕчĕк класлă автобуссене вăтам тата пысăк класлисемпе улăштараççĕ. Унсăр пуçне 2019 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пурăнакансем обществăлла транспортра «Алга» пĕрлĕхлĕ картăпа усă курма пултараççĕ. Çулталăк вĕçлениччен тĕп хула чиновникĕсем пур обществăлла транспорта автоинформаторсемпе тивĕçтерме шантараççĕ.