Новости
17 Октября 2019, 06:27

Виçĕ пин тонна тырă тиенĕ карап çула тухнă

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостан«Илиш элеваторĕ» ООО пуçласа «юхан шыв-тинĕс» класлă пысăк çăк турттаракан караппа усă курма пуçланă. Карап 3 пин тонна тырă тиеме пултарать.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
«Илиш элеваторĕ» ООО пуçласа «юхан шыв-тинĕс» класлă пысăк çăк турттаракан караппа усă курма пуçланă. Карап 3 пин тонна тырă тиеме пултарать.
Хаклă та паха çăка юхан шыв тăрăх ăсатас тесе малтан чылай вăй хума тивнĕ. Шуратăлăн тĕпне 20 çухрăм тăршшĕ тасатса тарăнлатмалла пулнă. Çакă вăл Тутарстанри Актаныш районĕнчи Азякуль ялĕпе Пушкăртстанри Илиш районĕнчи Груздевка хушшинче пулать.
Илиш элеваторĕн хăйĕн причал тата погрузчик пур. 2018 çулта кунтан экспорта 27 баржăпа 47,9 пин тонна тырă ăсатнă. 2019 çулта вара çичĕ баржăпа 14 пин тонна илсе тухнă. Элеватор 100 пин тонна тырă йышăнма пултарать. Ытларах ют çĕршывсене тулăпа урпа, ырашпа сĕлĕ тата çу тумалли культурăсен вăррисене сутаççĕ. Пушкăртстанран илсе кайнă тырра Дон çинчи Ростов тата Астрахань хулисенче урăх карапсем çине тиеççĕ те тĕнче тăрăх салатаççĕ. Пĕлтĕр республика экспорта 588 пин тонна тырă сутнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас