Пур хыпар та
Новости
18 Октябрӗн 2019, 11:37

100 çулхи аталану çинчен альбом-кĕнеке кун-çути курнă

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанĔпхÿре «Республика çĕнелĕвĕ: 100 çулхи çул-йĕр» альбом-кĕнеке пичетленсе тухнă. Çĕнĕ кăларăма Зайнаб Биишева ячĕллĕ «Китап» Пушкăрт издательстви тата ПР наци музейĕ хатĕрленĕ. Пултарулăх ушкăнне Рамиль Рахимов, Алексей Фенин, Гульнара Белозерова, Анатолий Чечуха кĕнĕ.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Ĕпхÿре «Республика çĕнелĕвĕ: 100 çулхи çул-йĕр» альбом-кĕнеке пичетленсе тухнă. Çĕнĕ кăларăма Зайнаб Биишева ячĕллĕ «Китап» Пушкăрт издательстви тата ПР наци музейĕ хатĕрленĕ. Пултарулăх ушкăнне Рамиль Рахимов, Алексей Фенин, Гульнара Белозерова, Анатолий Чечуха кĕнĕ.
Раççейĕн вăта пайĕнче, Атăл шывĕпе Урал тăвĕ хушшинче пушкăртсен авалхи çĕршывĕ вырнаçнă. Пушкăртсем тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕреççĕ, XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Раççей çумне хăйсен ирĕкĕпе хутшăннă. Пĕтĕмĕшле пушкăрт халăхĕ выльăхпа хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, сунара çÿренĕ, ял-хуçалăх ĕçĕпе пурăннă.
1917 çулхи революци вăхăтĕнче пушкăрт наци юхăмĕ йĕркеленнĕ, унăн ĕçĕ-хĕлне кура çĕнĕ Раççейре Пушкăртстан автономлă статус йышăннă. 1919 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Мускавра Тĕп Совет влаçĕпе Пушкăрт Правительстви хушшинче Совет Автономиллĕ Пушкăрт çĕрĕ пирки килĕшĕве алă пуснă. Çавăнтанпа хальхи Пушкăртстан историйĕ пуçланса кайнă. Çĕр çул хушшинче республика çăмăл мар аталану çулĕ иртнĕ. Йăлана кĕнĕ культурăллă ял хуçалăх çĕршывĕнчен пуçласа нефтьпе хими тата машина тăвассипе лайăх аталаннă, паянхи кунпа пĕр тан утакан ял хуçалăх регионĕ пулса тăнă. Хальхи вăхăтра Пушкăртстан экономика аталанăвĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕрет. Сывлăх сыхлав, вĕрентÿ, наукăпа культура сферисем та лайăх аталанаççĕ.
Кĕнеке Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Радий Хабировăн салам сăмахĕпе уçăлать. Кăларăм вулакана 100 çул каяллахи пурнăç патне илсе çитерет. Ăна 1919 çултан пуçласа паянхи кунччен экскурси ирттернĕ евĕр çырнă. Кашни çула уйрăм статья халалланă.
Сăн ÿкерчĕксем индустриализаци хăвăртлăхне, ял хуçалăх аталанăвне, республика урбанизаци процесне (хулаланни) кăтартса параççĕ. Вĕсенче республикăн тĕп пуянлăхĕ – унăн çыннисем, тăрăшуллă, нумай нациллĕ Пушкăртстан халăхĕ. Вăл мăн асатте-асаннесен халалне тĕпе хурса туслăхра пурăнма, ял-хула никĕслеме, экономикăна аталантарма, тĕрлĕ халăх культурине çĕклеме, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕршыва хÿтĕлеме, демократипе ирĕклĕх принципĕсене пурнăçа кĕртме пултарнă.
Альбом-кĕнекен уйрăм пайне Пушкăртстан Республики Раççей Федерацин субъекчĕ пулнине, вăл совет самани хыççăн Раççей йышĕнче епле аталаннине халалланă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас