Пур хыпар та
Новости
18 Октябрӗн 2019, 11:35

Ейÿ кÿнĕ сиенсене пĕтерессипе çыхăннă канашлу

#ВладимирПутинÇак кунсенче Владимир Путин Иркутск облаçĕнчи тата Инçет Хĕвелтухăçри ейÿ вăхăтĕнче кÿнĕ сиенсене пĕтерессипе çыхăннă канашлу ирттернĕ. Унта патшалăх пуçлăхĕ панă хушусене мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă.

#ВладимирПутин
Çак кунсенче Владимир Путин Иркутск облаçĕнчи тата Инçет Хĕвелтухăçри ейÿ вăхăтĕнче кÿнĕ сиенсене пĕтерессипе çыхăннă канашлу ирттернĕ. Унта патшалăх пуçлăхĕ панă хушусене мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă.
Канашлура инкеке лекнĕ çынсене компенсациллĕ тÿлевсемпе тивĕçтерес‚ çуртсем хăпартас тата вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерес‚ социаллă объектсене тата транспорт инфраструктурине хута ярас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех кĕркуннехи тата хĕл вăхăчĕсене хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсене, ытти актуаллă ыйтусене пăхса тухнă.
Владимир Путин умĕнче Виталий Мутко вице-премьер‚ Владимир Якушев строительство‚ çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ‚ видеоçыхăну урлă Сергей Левченко Иркутск облаçĕн губернаторĕ доклад тунă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас