Шупашкар артисчĕсем 10 кун хушшинче Пелепейпе Пишпÿлек, Миякипе Авăркас, Федоровкăпа Чекмагуш районĕсене тата Октябрьскипе Çтерлĕ, Ĕпхÿпе Кумертау хулисене çитĕç. Программăна тĕрлĕ халăх ташшисем, чăваш халăх тата хальхи чăваш эстрада юррисем кĕрĕç. Пурне те "Кунсем урлă, çулсем урлă" уяв программине çитсе курма йыхравлатпăр.