Новости
21 Октябрӗн 2019, 06:34

Владимир Путин кинематографи институтĕнче пулнă

#ВладимирПутинВладимир Путин çĕршыври чи авалхи аслă шкулсенчен пĕринче, Раççейри С.А. Герасимов ячĕллĕ патшалăх кинематорафи институтĕнче (ВГИК), пулнă. Раççей Президенчĕ институтри вĕрентÿ пÿлĕмĕсене пăхса тухнă, анимаци тата мультимедиа факультечĕн ĕçĕпе паллашнă, пуканесем тăвакан мастерскойа çитсе курнă, кăçал институт пĕтерекен студентсен класс-концертне пăхса киленнĕ.

#ВладимирПутин
Владимир Путин çĕршыври чи авалхи аслă шкулсенчен пĕринче, Раççейри С.А. Герасимов ячĕллĕ патшалăх кинематорафи институтĕнче (ВГИК), пулнă. Раççей Президенчĕ институтри вĕрентÿ пÿлĕмĕсене пăхса тухнă, анимаци тата мультимедиа факультечĕн ĕçĕпе паллашнă, пуканесем тăвакан мастерскойа çитсе курнă, кăçал институт пĕтерекен студентсен класс-концертне пăхса киленнĕ.
Институтра пулнă май Владимир Путин мастерсемпе, институт выпускникĕсемпе тата студентсемпе тĕлпулу ирттернĕ. ВГИК Раççейри кинематографи отраслĕн тĕп институчĕ шутланать. Унта аслă, вăтам, хушма пĕлÿллĕ кино, телевидени тата экран искусствин специалисчĕсене хатĕрлеççĕ.
Çĕр çул каялла, 1919 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Çут ĕç комиссариачĕ çумĕнче Пĕтĕм Раççейри патшалăх Кино шкулĕ уçăлнă. Вăл - кино отраслĕнче ĕçлекен специалистсене хатĕрлекен тĕнчери пĕрремĕш патшалăх учрежденийĕ пулнă. Асăннă шкул каярах тĕнчипе паллă ВГИК пулса тăнă. Институтра пурĕ çичĕ факультет. Институт çумĕнче кинопа телевиденин аслă курсĕсем, кино, телевидени тата мультимеди колледжĕ ĕçлеççĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕн филиалĕсем Иркутск, Дон çинчи Ростов тата Мускав хули çумĕнчи Сергиев Посад хулисенче вырнаçнă. Асăннă аслă шкула 2007 çултанпа Владимир Малышев ертсе пырать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас