Çак кунсенче «Торотау» Конгресс-холра» Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Р.Ф.Хабиров регионсемпе Раççей шайĕнчи тата Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсенче çĕнтернĕ 9-11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă.
Мероприятие ПР Правительствин Премьер-министрĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ленара Иванова‚ ПР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Айбулат Хажин‚ Пушкăртстанри аслă шкулсен ректорĕсем хутшăннă.
Тĕлпулу умĕн вĕренекенсем Александ Галибин режиссер Мустай Каримăн “Пирĕн çуртăн савăнăçĕ” («Радость нашего дома») повеçне тĕпе хурса ÿкернĕ «Сестренка» илемлĕ фильм курса киленнĕ.
Радий Хабиров ачасене Республика кунĕпе тата Пушкăртстан 100 çул тултарнă ятпа саламланă‚ вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тав тунă.
Вĕренекенсен конференцине Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи К.В. Иванов ячĕллĕ шкул вĕренекенĕ‚ Кристина Никифорова‚ хутшăнма тивĕçнĕ. Хĕр ача вырăнти шкулта 11-мĕш класра ăс пухать. Вăл вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунă‚ уйрăмах тăван чăваш чĕлхипе. Кристина республика тата Шупашкар хулинчи регионсем хушшинчи олимпиадăсене хастар хутшăнать. Çĕнтерÿçĕ ятне те пĕрре мар тивĕçнĕ.
Кристина Никифорова каланă тăрăх‚ конференци ирĕклĕ лару-тăрура иртнĕ. Ачасем республика Пуçлăхне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă‚ тĕрлĕ темăсем тăрăх ыйтусем панă. Уйрăмах çамрăк ăрăва республикăри халăхсен хушшинчи çыхăну‚ экологипе вĕрентÿ, экономика аталанăвĕ ыйтăвĕсем интереслентернĕ.
Калаçу вăхăтĕнче Радий Хабиров Пушкăртстанра çĕнĕ‚ паянхи кун ыйтакан вĕрентÿ организацисем йĕркелессипе çыхăннă плансене уçса панă. Вĕсен шутне 14 полилингваллă шкул‚ математика тата IT-технологи лицейĕ кĕреççĕ. Унсăр пуçне конференцие пухăннисем пултаруллă ачасене укçа-тенкĕ енчен пулăшу парас ыйтăва сÿтсе явнă.