Новости
23 Октября 2019, 08:25

Инспектор çине тапăнакансене çийĕнчех тытса чарнă

Малтанхи верси тăрăх, Куюргазă районĕнче икĕ арçын ял хуçалăх техники çинчен детальсем вăрласшăн пулнă.

Малтанхи верси тăрăх, Куюргазă районĕнче икĕ арçын ял хуçалăх техники çинчен детальсем вăрласшăн пулнă.
Каçхине, вăхăчĕ кая юлнине пăхмасăр, полици участокне ПР Çут çанталăк министерствин инспекторĕ заявлени илсе çитернĕ. Тискер чĕр чунсене сыхлас тĕлĕшпе ирттернĕ рейд вăхăтĕнче Ковалевка ялĕнчен пилĕк çухрăмра хирте палламан икĕ çамрăк арçын инспектора пăшалтан пенĕ, ăна пуçĕнчен амантнă. Тапăнакансем УАЗ автомобиль çине ларса вырăнтан çухалнă.
Пулса иртни çинчен дежурнăй часть мĕнпур постсене пĕлтернĕ. Çав шутра çул-йĕр хăрушсăрлăх службин (ДПС) экипажне те. Вăл вăхăтра çул çинче Артур Муллагильдин лейтенантпа Александр Кузьмин кĕçĕн лейтенант экипажĕ хĕсметре тăнă. Шăпах вĕсем вăрă-хурахсен хурçă утне Ĕпхÿ – Эрĕнпур трасса çинче тытса чарнă.
Иккĕлентерекен çынсен киревсĕр ĕçĕсене çиеле кăларас тĕллевпе вырăнти полици уйрăмне илсе çитернĕ. Пĕр верси тăрăх, икĕ 21 çулхи çамрăк арçын ял хуçалăх техники çинчен тĕрлĕ пайсем вăрлассипе палăрнă. Хальхи вăхăтра уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва татса параççĕ.
Юрий СНЕГОПАД. Куюргазă районĕ.
Читайте нас