Новости
23 Октябрӗн 2019, 13:18

«Силпи асамачĕ» йыхравлать

Хисеплĕ туссем!

Хисеплĕ туссем!

Октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче çамрăксемпе ачасен регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртесси пирки эпир пĕр хутчен çеç мар çырнăччĕ. Çулталăк ытла кĕтнĕ мероприяти пуçланиччен икĕ кун çеç тăрса юлчĕ. Фестиваль 10-00 сехетре уçăлать. Конкурса тăратнă номерсене жюри членĕсем пăхса тухнă, хак панă хыççăн 16-00 сехетре Гала-концерт тата çĕнтерÿçĕсене чысласси иртет. Концерт тÿлевсĕр. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.
Читайте нас