Пур хыпар та
Новости
23 Октябрӗн 2019, 17:07

Çтерлĕре чăваш автономийĕн çĕнĕ ертÿçине суйланă

Октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче хулари чăваш наципе культура автономийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ.

Октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче хулари чăваш наципе культура автономийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ.
Унта Федор Кузьмин ертÿçĕ полномочине Оксана Бабикована пама сĕннĕ, пухăннисем унпа килĕшсе çĕнĕ пуçлăхшăн сасăланă. Оксана Юрьевна çамрăк ăру представителĕсенчен пĕрремĕш чăваш пуçлăхĕ‚ пĕрремĕш чĕкеç пулса тăнă. Вăл 31 çулта. Çĕнĕ пуçлăх Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнчи филологи факультетĕнче пĕлÿ пухнă‚ çемьеллĕ‚ икĕ ача амăшĕ. Унсăр пуçне вăл «Купи-продай в РБ» коммерци рекламăпа информаци хаçатра тĕп редактор пулса тăрăшать‚ Çтерлĕ хулинчи «Тĕлпулу» («Встреча») кафе хуçисенчен пĕри шутланать. Автономийĕн çĕнĕ ертÿçин çумĕсене О.П.Федоровапа З.Е.Осипована суйланă. Çывăх вăхăтра тытăмăн çĕнĕ йышне йĕркелĕç‚ 2019 çул вĕçĕчченхи ĕçĕ-хĕлĕн тĕллевĕсемпе планĕсене палăртĕç.
Ĕнерхи пуçлăх‚ Федор Васильевич Кузьмин‚ общество ĕçĕнчен малашне те пăрăнмĕ. Вăл кăçалхи январь уйăхĕнчен «Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ» регионти çĕнĕ обществăлла организацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлать. Апрель уйăхĕнчен Пĕтĕм тĕнчери чăваш наци конгресĕн Пушкăртстанри полномочиллĕ представителĕ шутланать.
Çтерлĕ хулинчи ЧНКА пресс-служби.
Читайте нас