Новости
24 Октябрӗн 2019, 06:27

Владимир Путин Турци Республикин Президенчĕпе тĕл пулнă

#ВладимирПутинВладимир Путин Сочи хулинчи Бочаров Ручей резиденцинче Раççее ĕçлĕ тĕл пулăва килнĕ Турци Республикин президентне Реджеп Тайип Эрдогана йышăннă.

#ВладимирПутин
Владимир Путин Сочи хулинчи Бочаров Ручей резиденцинче Раççее ĕçлĕ тĕл пулăва килнĕ Турци Республикин президентне Реджеп Тайип Эрдогана йышăннă.
Икĕ çĕршыв пуçлăхĕ Сири Араб Республикинчи лару-тăрăва сÿтсе явнă. Уйрăмăн илес пулсассăн, калаçу Турцин çурçĕр хĕвелтухăç чиккинчи лару-тăрăвне лайăхлатасси, пĕтĕм тĕнчери террористла ушкăнсене хирĕç тăрасси пулнă. Унсăр пуçне ертÿçĕсем Вашингтонпа Анкара Сиринчи ĕç-пуç пирки тунă заявлени пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.
- Турци президентне пирĕн сĕнĕве (нумаях пулмасть телефонпа калаçнă чухне панăччĕ) хурав панăшăн тав тăватпăр. Паян акă Реджеп Эрдоган Сири Араб Республикинчи лару-тăрăва сÿтсе явма Сочине килсе çитрĕ, - тенĕ Владимир Путин.
Эрдоган Сирипе Турци чиккинчи çар операцийĕн тĕллевĕсемпе тĕп ыйтăвĕсене палăртнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас