2019 çулпа танлаштарсан, 2024 çул тĕлне сĕт туса илессине икĕ хут ÿстерме палăртаççĕ - 735 пин тоннăран 1,2 миллиона çити. Кун çинчен правительствăн оперативлă канашлăвĕнче вице-премьер тивĕçĕсене пурнăçлакан ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.
«Пушкăртстан сĕт туса илессипе малта пыракан регионсен шутне кĕрет. 2018 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх пирĕн республика иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çакна астутарасшăн, иртнĕ çул 2030 çулччен пыракан республика шайĕнчи комплекслă программа йышăннăччĕ. Çак программăна тата республика пуçлăхĕн хушуне пурнăçласа 2024 çул тĕлне сĕт туса илессине 1,2 млн тоннăна çитермелле. Кăçал вăл 735 пин тоннăпа танлашмалла”, - тенĕ вăл.
Вице-премьер ăнлантарса панă тăрăх, ку кăтартусем патне инвестици проекчĕсене пурнăçласан, технологи системине çĕнетсен, выльăх ăрачĕсене лайăхлатсан е çĕнетсен выльăх апачĕ тăвакан системăн тухăçне ÿстерсен, выльăхсене марка лартсан тата шута илсен (идентификаци), кĕтĕве цифрăллă система мелĕпе пăхсан, сĕт туса илекенсене патшалăх пулăшăвне парсан çеç çитме пулать.
Кăçал Пушкăртстанра сĕт отрасльне аталантармалли комплекслă программăна пурнăçланă май, план тăрăх 8,7 млрд тенке ларнă 8 объекта туса пĕтерме палăртаççĕ.
Вĕсен хушшинче Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи (Семено-Макарово) сĕт паракан выльăхсене ĕрчетмелли пысăк комплекс, çавăн пекех Калтасă районĕнче сĕт паракан выльăхсене ĕрчетмелли фермăсем, Чекмагуш районĕнчи сĕтпе тавар ферми, Илиш районĕнчи сĕт комплексĕ, Абзелил районĕнче робот вăйĕпе ĕçлемелли ферма, Янаул районĕнчи сĕт туса илес енĕпе ĕçлекен выльăх ферми, Зианчурин районĕнчи сĕт-тавар ферми тата Мелеуз районĕнчи çĕнĕ фермăсене хăпартасси тата киввисене çĕнетесси.
«Пур инвестици проекчĕсем те вăхăтлă пурнăçланаççĕ. Çитес çул регионта 23 млрд тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. 2024 çулччен ĕлкĕрес тесен çулталăкне 9-10 инвестици проектне хута ямалла. Сĕт туса илес производствăна ÿстерес тесен кивĕ фермăсене юсамалла мар, çĕннисене тумалла», - тенĕ Ильшат Фазрахманов.